«Тӑлӑх Тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи («Контактра» )«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» пабликра пӗлтернӗ.
Мультфильмӑн виҫӗ верси иккен: титрсӑр, чӑвашла титрсемпе, вырӑсла титрсемпе.
Куҫараканнисем – Александр Степанов («Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗн ертӳҫи), Елена Кудрявцева, Эрбина Портнова. Редакторӗ – Юрий Виноградов. Вулаканӗсем – Иван Иванов, Валентина Иванова (иккӗшӗ те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеҫҫӗ), Александр Степанов. Техника енчен Василий Харитонов пулӑшнӑ.
«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» паблика «Хавал» ушкӑн уҫнӑ. «Тӑлӑх тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарни ҫинчен унта паян пӗлтернӗ.
«Пӗр ҫын ҫуралнӑ, пилӗк ҫын вилнӗ пулать вара Елчӗк тӑрӑхӗнче? Ытти районсенче мӗнлерех-ши? Шухӑшлаттарать. Ӗлӗк Елчӗк районӗнче 45-50 пин ҫын пурӑннине астӑватӑп, халь вара 15 пин ҫын анчах шутланса тӑрать тет», — тесе ҫырнӑ Турцинче пурӑнакан Елчӗк чӑвашӗ Надина Джавадова Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» пабликра.
Надина Джавадова Елчӗк район администрацийӗн сайтӗнчи цифрӑсене тишкернӗ. Унта канашлусенчен пӗринче ЗАГС пайӗн ӗҫ-хӗлне тишкернӗ иккен. Асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Надежда Баймушкина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр граждан тӑрӑмӗн 481 актне ҫырса хунӑ. Вӗсенчен 63-шӗ — ҫурални ҫинчен. 30 арҫын ачапа 33 хӗрача ҫуралнӑ. 321 ҫын вилнӗ, ҫав шутра — 155 арҫын тата 166 хӗрарӑм. Вилнӗ арҫынсен вӑтам ӗмӗрӗ — 65 ҫул, хӗрарӑмсен — 81 ҫул.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне, федерацин тата регионсен патшалӑх органӗсен сайтне кӗнишӗн укҫа тӳлеме тивмӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, уншӑн трафик катӑлмӗ. Ҫакӑн пирки ҫыхӑнӑвӑн тӗп операторӗсемпе ҫӗршыв шайӗнче калаҫса татӑлнӑ.
Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнче сайтсен «шурӑ списокне» хатӗрленӗ. Унта Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ, Раҫҫей Президенчӗн тата Правительствин, РФ Федераци пухӑвӗн икӗ палатин тата федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен тата ҫавӑн пекех 85 регионти правительство сайчӗсем кӗнӗ. Регионсенчи министерствӑсен тата департаменчӗсен сайчӗсене те трафика пӗтермесӗр кӗме май килӗ.
Хастар ҫынсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе текстсене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулать. Сайт http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Машина куҫарӑвне юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ нейрон алгоритмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, проект хальлӗхе альфа-тест мелпе ӗҫлет. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хальлӗхе 100 проценчӗпех ӗҫлеттерсе ярайман-ха. Кӑлтӑк тупӑнсан ытлашши хурласа пӗтерме васкар мар. Ӳлӗмрен текстсен пахалӑхӗ те лайӑхланӗ, куҫару хӑвӑртлӑхӗ те. Сайта практика тӗслӗхӗсене пухас тӗллевпе ӗҫлеттерсе янӑ. Машина куҫарӑвӗн авторӗсем куҫарусене хаклама тата тӳрлетнӗ текстне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗн пахалӑхне 24 BLEU шайпа танлаштараҫҫӗ. BLEU — куҫару шайне хакламалли виҫе. Вӑл 0-рен пуҫласа 100 таран пулать. 100 пӗтӗмпех пӗр килекен куҫару тенине пӗлтерет, 70 — профессилле куҫаруҫӑсемпе танлашни. Google тата Яндекс сайтсенче вырӑсларан акӑлчанла куҫарнине 35 BLEU шайӗнче хаклаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗ, ав, халех — 24 BLEU.
«Здоровая Чувашия» (чӑв. Сывӑ Чӑваш Ен) (www.med.cap.ru) медпорталта социологи ыйтӑмӗ ирттернӗ. Унта хутшӑнакансене иммунизацие епле хакланине уҫӑмлатма ыйтнӑ. Республикӑн медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑма 236 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 15,7% — арҫынсем, 84,3% — хӗрарӑмсем.
Анкетӑна хуравланине ӗненсен, респондентсен 86,2% ачисене прививка тутараҫҫӗ, 8,2% хӑш-пӗр привкӑна ҫеҫ тутарать, 4,9% прививкӑна хирӗҫ.
Ҫынсен 53,8% прививка сывӑ пулма кирлӗ тесе шухӑшланине пӗлтернӗ, 39,8% обществӑна эпидемирен сыхлать тесе хуравланӑ, 4,7% врачсене план тултарма кирлӗ тесе пӗтӗмлетнӗ, 1,7% прививка никама та кирлӗ мар тесе шухӑшлать.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 66,9% иммунизаци хӑрушсӑр япала тесе хаклать, 21,2% хуравлама аптӑранӑ, 11,9% прививка хӑрушсӑрлӑхне шанмасть.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле ҫыракан та пур. Хӑшӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн страницине ватаҫҫӗ те унӑн ҫывӑх ҫынни вилни е йывӑр чирлени, ҫавӑнпа укҫа-тенкӗ кирли пирки хыпарлаҫҫӗ. Тусӗсен йывӑр хуйхӑ тесе пӗлӗш-тӑванӗ пулӑшма васкать.
Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 32 ҫулти хӗрарӑм патне те ҫавӑн пек хыпар ҫитнӗ. Ӑнӑ тусӗн ҫывӑх ҫынни вилни ҫинчен систернӗ. Ҫынна тирпейлесе пытарма тӑкаклине банк ӗҫченӗ аван ӑнланнӑ. Тусне хайхи хӗрарӑм 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине вӑл каярах ӑнланса илнӗ-ха. Анчах укҫа паллӑ мар ҫынсем патне куҫса кайма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑнман пӑрпа такам лартса янине тавҫӑрнӑ хыҫҫӑн банк ӗҫченӗ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ унтисем ултавҫӑсене тупса палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӳкӗн 13-мӗшӗнче сӑтӑрҫӑсем чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен темиҫе страницине ҫӗмӗрнӗ. Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ.
Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ. Сехетрен, калас пулать, унӑн страницинче ҫӗмӗрни пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех Вероника Пинеслуран та ҫыру ҫитнӗ, ун ячӗпе 12 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.
Калас пулать, пӗр-пӗр страницӑна кӗме май тупнӑ хыҫҫӑн сӑтӑрҫӑсем унӑн юлташӗсенчи аккаунтсенчен вӑл е ку майпа укҫа ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсене шар курнӑ ҫыннӑн ӳсӗмне кура хатӗрлеҫҫӗ.
Хӑвсамӑр страницӑсен вӑрттӑн сӑмахӑрсене тивӗҫлӗ шайра упрамалли пирки аса илтеретпӗр, пули-пулми сайтсенче вӗсене кӗртмелле мар. Унсӑр пуҫне, час-часах страницӑна кӗме май тупнин сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл — тӗрлӗ ресурссенче пӗрешкел парольпе усӑ курни. Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех укҫа ыйтсан килӗшме сӗнместпӗр — юлташӑрсем ыйтаҫҫӗ пулин те маларах вӗсемпе телефонпа ҫыхӑнса лару-тӑру мӗнлерех пулнине ыйтса пӗлӗр.
Куславкка хулинче федераци сечӗсенчен пӗри лавкка ҫӗклет иккен. Ҫавӑн пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче видео ӳкерсе вырнаҫтарнӑ.
Хыпарпа паллашнисенчен кама мӗн тӗлӗнтернӗ. Александр Артемьев ятлӑ ҫын объект тата строительство организацийӗн, яваплисен ячӗсене, стройкӑна хӑҫан пуҫласа хӑҫан вӗҫлессине кӑтартманнинчен тӗлӗннӗ.
Анатолий Тимофеев: «Пирӗн чухӑн хула сутуҫӑсене мӗнпе илӗртет-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ.
Павел Борисов унччен ял хулана тӑрантарнине, шӑматкунсерен пасар районӗпе кӗрленине аса илнӗ. Маларах ялсерен 100-шер пуҫ выльӑх тытнӑ, халӗ 10 та ҫук пӗтӗмлетнӗ вӑл. «Эсир консервӑланӑ апат-ҫимӗҫ, сӑрӑ, нитрат ытларах ҫиме пуҫларӑр, ҫавна май онкологи аталанать», — палӑртнӑ шухӑшне.
Елена Николаева юлашки ҫулсенче Куславккара пӗр предприяти хута кайманнишӗн, ҫав вӑхӑтрах лавкка хыҫҫӑн лавкка уҫнишӗн, ҫынсем пӗчӗк укҫашӑн ӗҫленишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Хваттерсене ӑшӑ парас ыйтупа канашлу ирттернине пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев @mihail_ignatiev_chuvashiya Инстаграмра. Ҫав хыпара вуланисенчен пӗри, @svetlana_lyallina, «Патӑрьелсем мӗншӗн ӑшӑсӑр, шывсӑр тата газсӑр 12 ҫул пурӑнаҫҫӗ?» тесе ҫырса хунӑ.
Хӗрарӑм Патӑрьел ял администрацийӗ суд йышӑнӑвне пӑхӑнманни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ҫырни тӑрӑх хакласан, суд хваттерсене шыв тата газ кӗртмелле йышӑну кӑларнӑ.
Тарӑхса ҫыракан пост авторӗ Чӑваш Ен Элтеперне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗншӗн витӗм кӳрейместӗр тесе ӳпкеленӗ. «Ачасене, пенсионерсене тата сусӑрсене йӗркеллӗ, этемле пурӑнма май парӑр! Мӗншӗн коммуналлӑ пулӑшу парассине саккуна пӑсса чарса лартма ирӗк панӑ? Намӑс мар-и?» — кӑмӑлсӑрланнӑ пост авторӗ.
«Енчен те чӑваш эстрадинчи чи паллӑ, чӑвашлӑхшӑн ир те каҫ ҫунакан, чӑваш эстрадине аталантарма шут тытнӑ, чӑваш эстрадинче ыттисене (ҫамрӑксене!) тӗслӗх кӑтартма пултаракан юрӑҫ ҫапла шухӑшлать пулсан... Мӗн кӗтмелле чӑваш эстрадинчен?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринчи «Эс кам ачи?» пабликра.
Унта Алексей Московский юрӑҫ тӗнче тетелӗнче сцена ҫинчи пур юрӑҫ та ҫӑлтӑр тесе калани пирки сӑмах пырать.
«Алюш та — ҫӑлтӑр, ниме тӑман сцена ҫинчи ҫын кулли те — ҫӑлтӑр. Хӑйне кӳренмелле мар-ши? Эсир мӗнле шутлатӑр? «Пӗтӗм юрӑҫсем — ҫӑлтӑрсем» тенипе килӗшетӗр-и?» — калаҫтарма сӗннӗ пост авторӗ.
Кам «ҫӑлтӑр» пулнине вӑхӑт тата халӑх палӑртать тесе шухӑшлать Алексей Московский шухӑшне ырламан ҫав ҫын. «Виҫӗ ҫын мар, Алюш мар — халӑх тата вӑхӑт. Темиҫе ниме тӑман юрӑ юрласа сывлӑш чӗтретнӗ юрӑҫсене «ҫӑлтӑр» теме-и? Каҫарӑр та», — хытах кӑмӑлсӑрланнӑ пост авторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |